Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Июнӗн , 17:20

Ĕпхÿ хулине Раççей инкеклĕ лару-тăру министерствин пуçлăхĕ Александр Куренков килсе çитнĕ

Июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пушкăртстана  ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацин  граждан оборонин, инкеклĕ лару-тăру  тата  çут çанталăк инкекĕсенчен хăтăлмалли ĕçсен министрĕ   Александр Куренков Ĕпхÿ хулине килсе çитнĕ. Ăна аэропортра Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров кĕтсе илнĕ.

Ĕпхÿ хулине  Раççей инкеклĕ лару-тăру министерствин пуçлăхĕ Александр Куренков килсе çитнĕ
Ĕпхÿ хулине Раççей инкеклĕ лару-тăру министерствин пуçлăхĕ Александр Куренков килсе çитнĕ

ПР пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх,  Александр Куренков Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслесе тăракан тата  пушарпа кĕрешекен судпа экспертиза патшалăх органĕсен ĕçне лайăхлатас пухăва хутшăнĕ. Çавăн пекех министр программине  республика управлени центрне çитсе курасси тата пушарпа хăтару тата ятарлă техникăна парнелесси те кĕрет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: