Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Июлӗн , 13:40

Хĕрсем, каччăсемпе асăрхануллă пулăр

Ĕпхÿ хулинче пĕр каччă хĕрĕпе хирĕçсе кайнă та ăна вăрманта пĕччен пăрахса хăварнă. Ĕпхÿ юхан шывĕн сулахай çыранĕнче, Зеленая роща çывăхĕнче, хĕрарăм пулăшу ыйтни çинчен калакан хыпар хулари гражданла хÿтĕлев управленине çитнĕ.

Хĕрсем, каччăсемпе асăрхануллă пулăр
Хĕрсем, каччăсемпе асăрхануллă пулăр

Çăлавçăсем катер çине ларса çула тухнă. Вырăна çитсен чăнахах та инкеке лекнĕ 21 çулхи хĕре асăрханă. Вăл каласа панă тăрăх, çак вырăна вĕсем каччипе пĕрле килнĕ. Уçăлса çÿренĕ чухне çамрăксем хирĕçсе кайнă. Ун хыççăн каччă хĕре вăрманта хăварса хăй вырăнтан çухалнă.

Хĕр икĕ сехете яхăн вăрманта пĕччен аташса çÿренĕ хыççăн юхан шыв хĕррине тухнă. Вăл пулăшу ыйтнине çынсем илтсе кирлĕ çĕре пĕлтернĕ.

Çăлавçăсем хĕре вырăна илсе çитернĕ, ăна медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: