Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Июлӗн , 11:20

Вун ултă çулхи мотоциклист виçĕ çуран çÿрекене çапса хăварнă

Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем Мелеуз районĕнче вилĕмпе вĕçленнĕ çул-йĕр инкекĕн лару-тăрăвне тĕпчеççĕ.

Вун ултă çулхи мотоциклист виçĕ çуран çÿрекене çапса хăварнă
Вун ултă çулхи мотоциклист виçĕ çуран çÿрекене çапса хăварнă

Ведомство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче, каçхине, MotoIand XR 250 рулĕ умне ларнă 16 çулхи каччă Дарьино ялĕнчи Центральная урампа пынă май виçĕ çуран çÿрекен çине пырса кĕнĕ.

Çул-йĕр инкекне лекнĕ 17 çулхи хĕр медицина учрежденинче вилнĕ. Икĕ çуран çÿрекене, 20 çулхи каччăпа тăватă уйăхри пепкене, çавăн пекех мотоцикл водительне больницăна илсе çитернĕ.

Прокуратура вилĕмпе вĕçленнĕ авари тĕлĕшпе тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çул-йĕр инкекĕ çĕрле вун иккĕмĕш сехетре пулса иртнĕ. Вун ултă çулхи мотоциклист çул хĕррипе тăватă уйăхри ачипе пыракан çуран çÿрекенсем çине пырса тăрăннă.

 - Прокуратура çул çитмен ачасене пырса тивекен закона мĕнле пăхăннине тĕрĕслĕ, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçĕсене епле пурнăçланине хак парĕ. Енчен те сăлтавсем пулсан мерăсем йышăнĕç, - ăнлантарса панă ведомствăра.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: