Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Июлӗн , 08:40

Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă

Ĕнер каçхине РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленине Аскин районĕнчи Тюйск ялĕнче 53 çулхи хĕрарăм водитель «Лада Гранта» автомобильпе пынă чухне Тюй юхан шыва анса кайни çинчен пĕлтернĕ. Инкек пулса иртнĕ вырăна управлени çăлавçисем тата ытти васкавлă служба ĕçченĕсем килсе çитнĕ.

Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă
Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă

«Хĕрарăм хăй тĕллĕн путакан машинăран тухма пултарнă, ун хыççăн вăл çăлавçăсен службине шăнкăравланă. Унăн сывлăхне çийĕнчех вырăнта медицина ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ, хĕрарăм больницăна кайма хирĕç пулнă», - тесе пĕлтернĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленин пресс-службинче.

Автомобиле Тюй юхан шывĕнчен кăларма «Аскинские элетрические сети» ООО автокранĕпе усă курмалла пулни çинчен те пĕлтернĕ çăлавçăсен ведомствинче.  

Хальхи вăхăтра пăтăрмах мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă
Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă
Руль умĕнчи хĕрарăм путакан автомобильтен хăй тĕллĕн тухнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: