РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çын хуласем тăрăх çÿресе мессенджер урлă курьер пулса вырнаçнă. Арçынна наркотиксем панă хыççăн вăл вĕсене вăрттăн вырăнсене пытарнă. Шанăçа кĕнĕ хыççăн наркотиксен пысăк партийĕпе урăх хулана тухса кайнă.
Полици ĕçченĕсем унран 370 грамм таякан 250 тĕрке туртса илнĕ. Допрос ирттернĕ хыççăн вăл йĕркеленĕ тăватă вăрттăн вырăна тупнă. Тара илнĕ хваттерĕнче 300 тĕркене уйăрнă 450 грамм мефедрон пулнă. Çавăнтах портативлă виçе, çыпăçакан лентăсем, пушă хутаçсем асăрханă.
- Тытса чарнă çын айăпне пĕтĕмпе йышăннă, - ăнлантарса панă шалти ĕçсен министерствинче. – Ăна хирĕç наркотиксемпе суту-илÿ тума хăтланнăшăн статьяпа уголовла ĕç пуçарнă.