- Чăн пурнăçра çынсем кинори пек путмаççĕ, - ăнлантарса парать А. Елизаров. – Вăл кăшкăрмасть, аллисемпе хăлаçланмасть, шыва çапса сирпĕтмест. Путакан çын вăлта хулкки (поплавок) евĕр малтан пуç таран шыва анса каять те чăмса тухса аллисене сарса сывлама тытăнать. Ун пек чух пулăшу ыйтса кăшкăраймастăн. Айккинчен сăнакан çакна асăрхамасть те, вĕреннĕ çăлавçă çеç пулăшу кирлине ăнланса илет.
Пляжра вара ялан икĕ хăрушлăх – ачасем тата ĕçкĕллĕ аслă ăрури çынсем. Çулла пуçланнăранпа Пушкăртстанра 55 çын путса вилнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ ÿсĕр пулнă. Çавăнпа та алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме юрамасть: хусканусен йĕрки улшăнни тата шывра ÿт тăрук сивĕнни инкек патне илсе çитерме пултарать. Шыври ачасене те тимлĕн пăхса тăмалла, куçран вĕçертмелле мар.
Экспертсем пĕлмен çĕрте шыва чăмма юраманнине, буйкăсемпе хÿмесенчен шала кĕмелле маррине, вырăнта тăракан катерсем, лодкăсемпе сулăсем патне çывхармасса, вĕсен айне чăммасса, пĕр-пĕрне путармалла выляма юраманнине асăрхаттараççĕ. Çавăн пекех тĕттĕмленсен е çĕрле шыва кĕмелле мар, мĕншĕн тесен çыранран аякка ишсе кайма пулать.