Ĕпхÿре водитель электричество юпине пырса çапăннă хыççăн йывăр суранланнă
Ĕнер, август уйăхĕн 2-мĕшĕнче, каçхине ют çĕршывра туса каларнă «Шевроле Авео» автомобиль рулĕ умĕнче ларса пыракан 52 çулхи арçын Перспективная урампа «Самара – Ĕпхÿ – Челябинск» çул енне кайнă чухне «Лада Грантăпа» çапăннă. Ун хыççăн автомобиль электричество юпине пырса тăрăннă. Пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен Ĕпхÿ хулин патшалăх автоинспекцийĕн телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ.
Ĕпхÿре водитель электричество юпине пырса çапăннă хыççăн йывăр суранланнă
Çак синкер пулăма пула «Шевроле» водителĕ йывăр суранланнă, ăна больницăна илсе каймалла пулнă. Халĕ автоинспекци ĕçченĕсем пулса иртнин сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ.