Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Августӑн , 11:05

Терроризм – общество хăрушлăхĕ

Хăвăра-хăвăр терроризмран хÿтĕлес тесен иккĕленÿллĕ çынсемпе калаçăва хутшăнма, палламан çынсенчен сумка, пакет тавраш йышăнма, сумкăра асăрханусăр хăварма юраманнине пурте пĕлетпĕр.

Терроризм – общество хăрушлăхĕ
Терроризм – общество хăрушлăхĕ

Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илни те, тĕрлĕ митингсемпе демонстрацисене хутшăнасран асăрханмалли те пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Хуçасăр япаласене алла илме юраманнине те эпир ачасене аса илтерсех тăратпăр. Анчах асăрханнинчен ырри çук.
Иккĕленÿллĕ лару-тăрăва, çынсене асăрхарăр пулсан тÿрех çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле:
Пушкăртстан Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комисси – 8 (347) 233-44-55
Пушкăртстан Республикин прокуратурин шанăç телефонĕ – 8 (347)272-16-25 (ĕç вăхăтĕнче), 8 (347) 272-71-42 (канмалли кун).
РФ Федераллă хăрушсăрлăх управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ: 8 (347)251-22-11.
Асăрхануллă пулар, терроризма алхасма ирĕк парар мар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: