Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
21 Августӑн , 14:30

Пушара маларах систерекен приборсем 1,1 пин ытла çын пурнăçне çăлса хăварнă

Пушкăртстанра тĕрлĕ категорине кĕрекен çемьесене 2016 çултанпа пушара маларах систерекен 620 пин прибор уйăрса панă. Вĕсем 1 141 çын пурнăçне, çав шутра 438 ача, çăлса хăварма пулăшнă. Шăпах çакăн пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.

Пушара маларах систерекен приборсем 1,1 пин ытла çын пурнăçне çăлса хăварнă
Пушара маларах систерекен приборсем 1,1 пин ытла çын пурнăçне çăлса хăварнă

Регион ертÿçи аса илтернĕ тăрăх, республика бюджет шучĕпе 15 категорине кĕрекен çынсене тÿлевсĕр приборсемпе тивĕçтерекен Раççейри пĕртен-пĕр субъект шутланать.

 «Кăçалхи çу кунĕсенчен эпир тулли пурнăçпа пурăнайманнисен, начар куракансемпе илтекенсен çурчĕсенче GSM-модульлĕ приборсем вырнаçтарма пуçларăмăр. Енчен те пушар тухсан хыпар темиçе номер тăрăх сарăлать – васкавлă службăсене, тăванĕсене. Çакă вут-çулăмран хăй тĕллĕн тухма пултарайман çынна хăтарма май пуррине пĕлтерет. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать: Благовещенск хулинче пурăнакан пĕрремĕш ушкăн инваличĕ (начар курнипе) плита çинче чейник лартса хăварнă. Вăл пĕччен пурăннă,  GSM-модульлĕ прибор унăн пурнăçне çăлса хăварнă», - тесе çырнă Радий Хабиров.   

Хальхи вăхăтра çакăн йышши приборсене Благовещенскпа Ишимбай, Çтерлĕпе Татăшлă районĕсенче вырнаçтараççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсенче тулли пурнăçпа пурăнайман 1 347 çын пурăнать. Вĕсене GSM-модульлĕ приборпа тивĕçтерес тесен заявка памалла. Çакна тăвас тесен 8(347) 272-00-24 телефонпа Пушарсен профилактика центрне шăнкăравламалла.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: