Пушкăртстан Республикин тĕп автоинспекторĕ Владимир Севастьянов хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ тăрăх, çак вырăнта пурăнакан арçын ÿсĕр пуçпа МТЗ-80 трактор рулĕ умне ларнă пулнă, çав вăхатра тимсĕрлĕхе пула виçĕ çулхи пепке çине пырса кĕнĕ.
«Малтанхи информаци тăрăх, арçын ача аппăшĕпе пĕрле урамра вылянă. Ача питĕ вăйлă суранланнă. Хальхи вăхăтра унăн пурнăçĕшĕн тухтăрсем кĕрешеççĕ. Документсене тĕрĕсленĕ хыççăн çакă паллă пулнă: 55 çулхи арçыннăн транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан документ тата трактор регистраци иртни çинчен калакан хут пачах та пулман», - тесе пĕлтернĕ социаллă сетьсенче.
Иртнĕ талăкра республикăра пурĕ 10 çул-йĕр пăтăрмахĕ пулса иртнĕ, вĕсенче 11 çын суранланнă, çав шутра икĕ ача.
Юрий СНЕГОПАД.