Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
29 Августӑн , 10:45

Пушкăртстанра пурăнакансене усал шухăшлă çынсем интернет урлă ачасене мĕнле майпа вербовка туни çинчен каласа панă.

Раççейри Шалти ĕçсен министерствин «Вестник Киберполиции России» информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса право йĕркине пăсакансемпе кĕрешекен управленин официаллă телеграм-каналĕнче çул çитмен çамрăксене мĕнле майпа преступлени çулĕ çине тăма вĕрентни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансене усал шухăшлă çынсем интернет урлă ачасене мĕнле майпа вербовка туни çинчен каласа панă.
Пушкăртстанра пурăнакансене усал шухăшлă çынсем интернет урлă ачасене мĕнле майпа вербовка туни çинчен каласа панă.

Паянхи кун специалистсем ют çĕршывсенчи онлай вербовка çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пек чухне преступниксем çамрăк ăрăва политика акцийĕсене, пушар кăларасси тата тĕрлĕ объектсене сиен тумалли ĕçсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Экстремизм çулĕ çине тăма чĕнсе калакан тĕслĕхсем те çителĕклех.

Чылай чухне усал шухăшлă çынсем социаллă сетьсемпе, мессенджерсемпе, чадсемпе, çавăн пекех вăйă платформисемпе усă кураççĕ. Юлашки уйрăмах хăрушă, вылянă чухне ача хăвăрт шанма тытăнать. Çапла майпа вербовка тăвакансем кĕске вăхăт хушшинче çул çитмен ачашăн «тус-юлташа» е «вĕрентекене» çаврăнаççĕ, ăна хăй енне çавăраççĕ. Çакăн пек хутшăнусем çамрăксемшĕн тÿрĕ кăмăллă та уçă пек туйăнать, анчах ку питĕ те хăрушă пулăм.

Преступниксем вылянă чухне пĕр-пĕр ансат ĕç тума хушаççĕ, тĕрĕссипе вара вăл преступлениллĕ ĕçпе çыхăннă пулса тухать. Хăш пĕр вăйăсенче психологи енчен пусахлани сисĕсен: кÿрентерни, правăна хирĕç ĕç тутарас тесе командăран кăларни.

Тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăмалла, вăл ачана парне е ĕç укçи пек укçа-тенкĕ парса хавхалантарни. Вербовщиксем малтан пĕр-пĕр пĕрлĕхре ĕçлеме çын шыранă пек пулса инкек кураканпа çыхăнаççĕ, ун хыççăн хăйсен «вăййине» хуллен, çын сисмесĕр явăçтараççĕ. Сăмахран, малтанхи тапхăрта тăван çĕршыва, законлăха сыхлакан органсене е ытти патшалăх тытăмĕсене хурлакан сăн ÿкерчĕксем е видесюжетсем кăларса хума сĕнеççĕ. Енчен те çак ĕç çул çитмен ачана килĕшсе тивĕçтерсен, ăна хуллен тĕрлĕ шайра преступлени тума явăçтараççĕ.

Сăн ÿкерчĕке нейросетьпе усă курса хатĕрленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: