Меллĕ вăхăтпа усă курса чылайăшĕ ăна хĕл валли ытларах хатĕрлеме тăрăшать. Тата кăмпа пуçтарса, вăрман тăрăх уçăлса çÿрени – хăйне евĕр киленĕç, кану. Анчах та, шел пулин те, кашни çул тенĕ пекех, кăмпа çисе наркăмăшланнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Кăмпа савăнăçĕ инкеке ан çаврăнтăр тесен, мĕн пĕлмелле-ха?
– Вăрман çимĕçĕпе наркăмăшланас мар тесен, лайăх пĕлекен кăмпана кăна пуçтармалла. Енчен те иккĕленетĕр пулсан, пăрахса хăвармалла. Ватăлса, хуртланса кайнисене илмелле мар.
– Вăрмантан таврăннă хыççăн, питĕ ывăннă пулсан та, пуçтарнă кăмпана çав кунах тирпейлемелле, мĕншĕн тесен вăл питĕ хăвăрт пăсăлать. Килте кăмпана тепĕр хут тĕплĕ суйламалла, иккĕлентерекеннисене пăрахмалла. Вĕретес умĕн тăпрапа хăйăртан лайăх çуса тасатмалла. Тĕрлĕ кăмпана уйрăммăн хатĕрлемелле, хутăштармалла мар. Хĕлле çиме хитрисене, пахалăхлисене çеç хăвармалла. Лайăх тасатнă, çунă кăмпана 2 хут вĕретмелле, малтанхи шывне тăкмалла. Шывне тутанса пăхма та юрамасть. Мĕншĕн тесен, вĕренĕ чухне кăмпари наркăмăш унта куçать.
– Хĕлле валли кăмпа апат-çимĕçне технологине çирĕп пăхăнса хатĕрлемелле. Çакна асра тытмалла: кăмпана нихăçан та оцинковка витрере тăварламалла, маринадламалла мар.