Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
1 Октябрӗн , 12:46

Хĕрарăм ултавçăсене икĕ миллиона яхăн укçа куçарнă

Октябрьский хулинчи хĕрарăм мошенниксен серепине лексе икĕ миллиона яхăн укçа çухатнă хыççăн полицине заявленипе килнĕ.

Хĕрарăм ултавçăсене икĕ миллиона яхăн укçа куçарнă
Хĕрарăм ултавçăсене икĕ миллиона яхăн укçа куçарнă

Сентябрь уйăхĕнче 76 çулхи хĕрарăм мессенджерне хăй ĕçлекен шкул директорĕнчен пĕлтерÿ килнĕ имĕш. «Директор» хĕрарăмăн документсем тăрăх тÿлевсем илмелле пулни, анчах та вĕсем урăх çынсене кайса тăни çинчен пĕлтернĕ. Каçпа ун патне «ФСБ кураторĕ» шăнкăравланă, счет çинчен укçана терроризм валли хывни çинчен хыпарланă. Вăл укçана сыхласа хăварас тесе «хăрушсăр счет» çине куçарма ыйтнă.  Усал шухăшлă çынсем инструкцийĕсем тăрăх хĕрарăм банка çитсе 800 пин тенкĕ хывнă та 790 пин тенкĕ укçана палăртнă счет çине куçарнă. Паллах, ăçта, кама куçарнине çирĕплетекен чексене сыхласа хăварман.

Часах хĕрарăм патне «Центробанк ĕçченĕ» шăнкăравласа тепĕр счет çинчи укçана та урăх счет çине куçармаллине пĕлтернĕ. Ултавçăсене шаннăскер 900 пин тенкĕ укçине пĕлмен счет çине куçарнă.  Преступниксем хĕрарăмран ултавлă майпа пĕтĕмпе икĕ миллиона яхăн сăптăрса илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: