Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Октябрӗн , 11:00

Руль умĕнчи ÿсĕр хĕрарăм çуран çÿрекене таптаса вĕлернĕ

Ĕнер, октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Челябинск облаçĕнчи «Киа Спектр» автомобиль рулĕ умĕнчи 35 çулхи хĕрарăм М-5 «Урал» федераллă çулпа пынă чухне хĕрĕх саккăрти çул-йĕр ĕçченĕ çине пырса кĕнĕ, унтан кювета анса кайнă. Автомобиль хăвăртлăхĕ питĕ пысăк пулнă, çуран çÿрекене пырса тăрăннипе вăл салона кĕрсе ÿкнĕ. Пулса иртнĕ пăтăрмах пирки Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ телеграм-каналта пĕлтернĕ.

Руль умĕнчи ÿсĕр хĕрарăм çуран çÿрекене таптаса вĕлернĕ
Руль умĕнчи ÿсĕр хĕрарăм çуран çÿрекене таптаса вĕлернĕ

Çул-йĕр инкекне пула арçыннăн вырăнтах чĕри тапма чарăннă. Хĕрарăма медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ хыççăн вăл сывлакан сывлăшра 0,857 мг алкоголь пурри паллă пулнă. Хальхи вăхăтра ăна тытса чарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: