Ĕпху мэрийĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун хула урамĕсенче пурĕ 277 ĕçчен тата 183 тĕрлĕ техника тасатать. Ĕнер çĕрле 38 çул-йĕр ĕçченĕ тата 159 юр тасатакан машина ĕçленĕ. Урамсемпе картишсенчен муниципаллă службăсем 1,2 пин кубла метр юр тата 10,1 кубла метр çÿп-çап илсе тухнă.
Тĕп хулари пур районсенче те тротуарсемпе çуран çÿрекен вырăнсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çынсем шуса ÿксе ан суранланччĕр тесе 471,8 тонна пăртан сыхланмалли материалсем сапнă, çав шута механизациленĕ техникăпа тата алă вĕççĕн усă курнисем кĕреççĕ. Обществăлла транспорт чарăнакан вырăнсем пирки те манман, коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем çуран çÿрекенсемшĕн каçхи тата çĕрлехи вăхăтра ункайлă та хăтлă куçса çÿремелле пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.