*Çунакан кăмакана пăрахса хăвармалла мар, ăна сăнасах тăмалла. Çак ĕçе тума ачасене шанма юрамасть.
*Ачасене кăмакари вут-çулăма чĕртме ирĕк ан парăр.
*Кăмакари кăвайта бензинпа, керосинпа тата ытти хăвăрт çунакан шĕвекпе чĕртме юрамасть.
*Кăмака умĕнче 50х70 сантиметр виçеллĕ тимĕр листи е çунман материал вырнаçтарăр.
*Çак вырăна вутă е хăвăрт çунакан япаласем хума, лартма юрамасть.
*Кăмакана ытлашши хĕртсе яма кирлĕ мар, çавăнпа та 2 сехетрен ытлашши хутма ан тăрăшăр.
*Тĕтĕм çулне (дымоход) тата кăмакана хăрăмран тăтăшах тасатса тăрăр.
*Уçă кăмака çăварĕпе кăмакана хутма юрамасть.
*Кăмакапа усă курма пуçличчен, енчен те хушăк-çурăк, катăлнă вырăнсем пулсан, малтан юсас пулать. Çак ĕçе хăвăр шанчăклă тăвассине шанмастăр пулсан ăстаçа чĕнĕр.
*Кăмака çинче тумтир типĕтме кирлĕ мар.
*Çывăрас умĕн 2 сехет маларах кăмакана хутма пăрахăр.
*Енчен те вут-çулăм тухнине курсан, пĕр тăхтаса тăмасăр 112 номерпе шăнкăравлăр.
Юрий СНЕГОПАД.