Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Кӑрлач , 17:25

Пушкăртстанри автоинспекци ертÿçи вăрăм çула тухмалла марри çинчен асăрхаттарнă

Паян, январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, республикăри патшалăх автоинспекци (ГАИ) пуçлăхĕ Владимир Севастьянов водительсене çулсем çинче инкек сиксе ан тухтăр тесе вăрăм çула тухма тăхтаса тăма чĕнсе каланă. Мĕншĕн тесе регионта вайлă юр çунине пула тавралăх курăнаслăх (видимость) чакать, çулсем пăрлакланаççĕ тата юрпа витĕнеççĕ.

Пушкăртстанри автоинспекци ертÿçи вăрăм çула тухмалла марри çинчен асăрхаттарнă
Пушкăртстанри автоинспекци ертÿçи вăрăм çула тухмалла марри çинчен асăрхаттарнă

«Пăтăрмаха лекес мар тесен ял-хуласенчен çула тухма ан васкăр. Енчен те эсир çул çинче пулсан дистанцине, хăвăртлăха пăхăнăр, хăрушсăрлăх пиçиххипе хăвăр çыхăнăр, пассажирсене те çакăн çинчен асăрхаттарса тĕрĕслĕр», - палăртнă республикăн тĕп автоинспекторĕ.

Çавăн пекех Владимир Севастьянов ачасен ашшĕ-амăшĕсене сĕнÿ панă:

«Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, ачасемпе çула тухма палăртнă чухне çанталăк условийĕсене, çулсем çинче мĕн чухлĕ автомобиль иртме пултарнине шута илĕр. Эпир вĕсем çинчен официаллă социаллă сетьсенче пĕлтерсех тăратпăр. Харсăрланма (рисковать) кирлĕ мар, çанталăк лайăхланасса кĕтсе илĕр».

Йĕркеллĕ мар лару-тăру сиксе тухсан ПР Шалти ĕçсен министерствин Çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцине 235-84-02, 233-27-31  телефонсемпе е Ĕпхÿри шалти ĕçсен управленин ГИБДДăн çул çинчи патруль службин полкне  237-84-80, 237-02-02 номерсемпе шăнкăравлăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: