Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
9 Кӑрлач , 11:45

Пушкăртстанри çулсене 853 ятарлă техника тасатать

Январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче регионти çулсене юртан тасатма 853 тĕрлĕ ятарлă техника уйăрнă. Çул-йĕр службисем талăкĕпех ĕçлеççĕ тесе пĕлтернĕ транспорт министерствинче. Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх, федераллă çулсене - 190 машина, регион шайĕнчисене 401 техника йĕркене кĕртет. Ĕпхÿре 262 тасатмалли техника ĕçлет.

Пушкăртстанри çулсене 853 ятарлă техника тасатать
Пушкăртстанри çулсене 853 ятарлă техника тасатать

Пăрлă çулсене ирĕлтерме 3 пин тонна хăйăр тата реагентсем усă курнă.

Васкавлă пулăшу ыйтмалли телефон номерĕ – 112.

ПР Çул-йĕр хуçалăх управленин талăкĕпех ĕçлекен диспечер службин телефонĕ – 8 927 955 11 00.

«Уралçум» çул-йĕр управленийĕ» федераллă хысна учрежденин диспечер служби – 8 (347) 286 07 18, 8-917-046-79-53.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: