-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи тĕп управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, апат часах ҫуннă, çулăм стенапа мачча çине куçнă.
Пушар тухни çинчен кÿршĕсем пĕлтернĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешекенсем часах вырăна килсе çитнĕ. Хваттер алăкне уçнă, арçынна тупнă. Тăнне çухатнăскере медицина ĕçченĕсем пулăшу пама тăрăшнă. Анчах арçын тăна кĕмесĕрех больницăра вилнĕ.
Пушара сÿнтернĕ. Ведомствăра арçын килĕнче пушара маларах систерекен прибор вырнаçтарнă пулсан инкекрен хăтăлма май пулнине палăртнă.