-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, синкер ĕç февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче сĕт-çу ферминче пулса иртнĕ. Выльăхсене апат салатса панă чухне 40 çулхи ĕçчен бункер ăшне лекнĕ, сурансене пула унăн чĕри тапма чарăннă.
Тĕпчев вăхăтĕнче инкек мĕн сăлтавпа пулса иртнине уçăмлатĕç тесе пĕлтернĕ регионти ведомствăра.
Юрий СНЕГОПАД.