«Çăмăл машина рулĕ умĕнчи 19 çулхи водитель вырăнтах сывлама пăрахнă. Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем çăлавçăсен гидравлика инструменчĕпе усă курса салонран тата икĕ çамрăка, 18 тата 19 çулхисене, кăларнă. Вĕсене çийĕнчех больницăна ăсатнă. Тухтăрсем вĕсен суранĕсем питĕ йывăр пулнине çирĕплетнĕ», - пĕлтернĕ ведомствăра.
ПР Патшалăх автоинспекцин пресс-служби авари паян кăнтăрла Ташкиново – Кивĕ Уразай автоçулăн 4-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнине çирĕплетнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, «ВАЗ-2107» рулĕ умĕнче Томск облаçĕнчи 19 çулхи каччă пулнă, «КамАЗпа» - аллă тăваттăри арçын. Çăмăл автомобильти пассажирсем – Янаул районĕнчен.
Хальхи вăхăтра вырăнта çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.