Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Мартӑн , 18:05

Пушкăртстанра пысăк çăк турттаракан автомобильсене çÿреме чарĕç

Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăра регин шайĕнчи тата муниципалă çулсем çинче пысăк çăк турттаракан автомашинăсене çÿреме чарĕç тесе пĕлтернĕ ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче. Пушкăртстан правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак тапхăрта пысăк çăк турттаракан транспортсен, енчен те пĕр тĕнĕлĕ (ось) çине тиев виçи 6 тоннăран иртет пулсан, çулсем çине тухма  юрамасть.

Пушкăртстанра пысăк çăк турттаракан автомобильсене çÿреме чарĕç
Пушкăртстанра пысăк çăк турттаракан автомобильсене çÿреме чарĕç

Çавăн пекех сывлăш температури +32 градусран çÿлерех хăпарсан июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен асăннă транспортсене çÿреме чараççĕ.

- Çурхи шыв-шурлă вăхăтра, юр хăвăрт ирĕлнĕ чух тата шăрăх çанталăкра асфальт-бетонпа витнĕ çулсем пысăк тиеве пула ванса тĕпренме, çĕмĕрелме пултараççĕ. Çавăнпа регион шайĕнчи тата муниципаллă çулсене упраса хăварас тĕллевпе Пушкăртстанра чару мерисемпе усă курма тивет. Çав вăхăтрах çак категорине кĕрекен автомобиль хуçисем «Росдормониторинг» федараллă  хысна учрежденийĕн шаннă çыннин (уполномоченный) официаллă сайчĕ урлă республикăри çулсемпе çÿреме ирĕк паракан ятарлă пропусксем илме пултараççĕ. Вăл тÿлевлĕ. Мĕнпур пухнă укçа-тенке Пушкăртстан Республикин Çул-йĕр фондне яраççĕ, - ăнлантарса панă ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Любовь Минакова.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: