Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Мартӑн , 12:10

Пушкăртстанра пушар сезонне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ

Вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен республикăри пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитес сезона кĕтсе илме техникăна хатĕрлеççĕ тесе пĕлтернĕ регионти Вăрман хуçалăхĕн министерстви.

Пушкăртстанра пушар сезонне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ
Пушкăртстанра пушар сезонне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ

Специалистсем палăртнă тăрăх, кăçал республикăра пĕрремĕш вăрман пушарĕсем апрель пуçламăшĕнчех тухма пултараççĕ. Çавăнпа вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен пушар хуралĕн тата вăрман хуçалăхĕсен ĕçченĕсем ятарлă техникăпа оборудование, çунтармалли-сĕрмелли материалсене маларах хатĕрлесе хураççĕ, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсен пункчĕсене тĕрĕслеççĕ.

Пушкăртстанри вăрман пушарĕсене хирĕç кĕрешекен центр ертÿçи Айрат Юсупов палăртнă тăрăх, вут-çулăм тухнă вырăна васкавалăн килсе çитни, йышăну туни тата мĕнпур службăсем те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ.

«Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласа хăварасси» федераллă проект витĕмĕпе эпир вăрман пушарĕсемпе кĕрешекен техника пурлăхне 100% таран çĕнетнĕ. Çавăнпа халĕ планпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа вăрман пушарĕсене сÿнтерес енĕпе зона вĕренĕвĕсем ирттерĕпĕр.Техника хатĕррине, пуринчен ытла ĕçченсене тĕрĕслĕпĕр. Умра ĕç нумай», - тесе каланă Айрат Юсупов.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: