Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
20 Мартӑн , 15:00

Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетме пултарĕç

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем банксене тата укçа-тенкĕ организацийĕсене хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетме пултараççĕ. Чару мĕншĕн кирлине, ăна мĕнле çирĕплетмеллине Пушкăртстанри Укçа-тенкĕ центрĕн ĕçченĕсем ăнлантарса параççĕ.

Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме  чару çирĕплетме пултарĕç
Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетме пултарĕç

Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетеççĕ тени мĕне пĕлтерет?
Ытти регионсемпе танлаштарсан, Пушкăртстан паянхи кун çĕршыври чи нумай кредит илекеннисенчен пĕри шутланать. «Новости» Раççейри информаци агентствин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри кашни ĕçлекен çыннăн вăтамран çур миллион таран кредит пур. Вĕсене тÿлесе татма ĕç укçин 80% каять. Хальхи вăхăтра банксем кредитсене питĕ пысăк процентпа параççĕ, çавăнпа та ун пек утăма тăвиччен тĕплĕн шутламалла. Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетни (самозапрет) тĕплĕн шухăшлама май парать. Тен, перекетлĕрех пулса банк тата микрофинас организацийĕсен пулăшăвĕсĕрех пурăнма май пур. Хамăр ятпа кредит илме чару çирĕплетни ултавçăсене пирĕн паспортсемпе, парольсемпе, логинсемпе усă курса банкри счетсем урлă кредит илессинчен хÿтĕленме пулăшать. Нумай чухне усал шухăшлă çынсен пурнăçне эпир хамăрах çăмăллататпăр: даннăйсене паллă мар сайтсенче хăваратпăр, уйрăм кабинетсене кĕме май паратпăр.
Çынсем хăйсен ячĕпе кредит илме чару çирĕплетмелли механизма кĕртме Раççей Тĕп Банкĕ сĕннĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ – çынсем хăйсен ячĕпе микрозайм тата кредит илме чарнинче. Чару мошенниксем сирĕн ятпа ипотека, автокредит, вĕренÿ кредичĕ илессинчен хăтарать. Çак виçĕ тĕслĕхре мошенниксен схеми ĕçлемĕ. Мĕншĕн тесен укçисем тÿрех адресат патне кайĕç. Тĕслĕхрен, вĕрентÿ организацине.
Чару çĕнĕ кредитсене çеç пырса тивет. Маларах илнĕ кредитсемпе займсене палăртнă график тăрăх тÿлемелле.

Механизм епле ĕçлет?
Сăмах май каласан, кредит илме чару çирĕплетес механизм маларах та пулнă. Анчах ун пек тăвас тесен кашни банк ячĕпе уйрăмшарăн заявлени çырмаллаччĕ. Халĕ вара çак çăмăллăх тÿрех пур кредит организацине те пырса тивет.
– Ун валли «Госуслугинче» заявлени çырмалла. Кредит илме чарни çинчен калакан паллă сирĕн маларахри тата хальхи кредит историйĕсем упранакан пур бюрова та çитет, – ăнлантарса парать Пушкăртстанри укçа-тенкĕ центрĕн эксперчĕ Светлана Валиева. – Кирек хăш банкăн та, пĕчĕк укçа-тенкĕ организацийĕн те çĕнĕ кредит е заем париччен кредит илме чару пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Пур-тăк сăлтавне палăртса хирĕçлемелле. Чару пуррине пăхмасăрах кредит панă пулсан, банкăн сиртен парăм ыйтма ирĕк çук.

Кредит илмелли чарăва епле çирĕплетмелле?
Хăвăр ятăрпа кредит илмелли чарăва «Госуслуги» портал урлă çирĕплетмелле. 2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çакăн пек çăмăллăха нумай функциллĕ центрсенче (МФЦ) те пурнăçлĕç.
«Госуслугинчи» хамăрăн уйрăм (личный) пÿлĕме кĕретпĕр те «Штрафы и налоги» уйрăма тупатпăр. Çăмăллăхсем хушшинче экранăн сулахай енче «Установление запрета на получение кредита» пур. Ыйтусем пулсан Макс робот патне те çырса яма пулать. Вăл сире тÿрех çăмăллăхпа усă курмалли ссылка ярса парĕ. Информаципе паллашнă хыççăн «Начать» çине пусмалла, хăвăрăн даннăйсене тĕрĕслемелле. Малалла чару хăш организацисене пырса тивессине суйлăр: кредит параканни-и е пĕчĕк укçа-тенкĕ организацийĕсем-и? Кредит илме чаракан механизма епле çирĕплетессине, куçăн (очный) е дистанци мелĕпе, палăртăр. Куçăн пулсан, кредита банк урлă çеç илме май пур. Интернет е телефон урлă ирĕк памаççĕ. Иккĕмĕш вариантне суйласа илетĕр пулсан чару дистанци мелĕпе парассине çеç пырса тивет. Заявление алă пусăр. Вăл çакăнтах «Госуслугинче» йĕркеленет. Заявление ярăр та ăна йышăннине пĕлтерекен хыпар килессе кĕтĕр. Чарăвăн срокĕ çук. Ăна кирек хăш вăхăтра та улăштарма пулать.
«Госуслугинче» мĕн çырнине ăнланма йывăр пулсан çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтăр. «Госуслуги» е МФЦ ятĕнчен сире мошенниксем çеç шăнкăравлама пултараççĕ. Смс-кодсене никама та ан пĕлтерĕр. Тÿрех телефонăра хурăр.

Рассрочкăсем чарăва лекеççĕ-и?
– Чару пĕр те пĕр япала туянса унăн хакне темиçе пая пайласа тÿлемелли «Сплит», «Долями», «Подели» тата ытти йышши сервиссене пырса тивмест. Вĕсем кредит продукчĕсем мар, – тет Светлана Валиева. – Асăннă сервиссен çĕнетнĕ «СуперСплит», «Долями Плюс» варианчĕсем вара – тÿлев вăхăтне банк урлă тăсни. Вĕсем кредит шутланаççĕ.

Хăвăр ятăрпа кредит илме  чарнине епле пăрахăçлама пулать
Хăвăр ятăрпа кредит илме чарнине «Госуслугинчи» «Штрафы и налоги» пайрах «Снятие запрета на получение кредита» пайра пăрахăçлама май пур. Кунта чарăва çирĕплетнĕ чух лартнă ахаль электронлă алă пусни çеç çителĕксĕр. Ку хутĕнче «Госключ» приложенине уçласа илсе çавăн евĕр алă пусмалла. Ун пек ĕç тухмасан паспорт, ИНН, СНИЛС илсе МФЦăна çитсе килмелле. Ун хыççăн «Госуслугинче» заявлени çырмалла.
Чарăва пăрахăçласси икĕ кунтан вăя кĕрĕ. Ку вăл хăйне майлă «сивĕнмелли», çĕнĕ кредит илессипе илмесси çинчен шухăшламалли е тата мошенниксемпе калаçнă хыççăн çиччĕ виçсе пĕрре касмалли вăхăт.

Çĕнĕ çăмăллăх мошенниксенчен чăнах та сыхлать-и?
Мошенниксен схеми çирĕп пулни киберпреступниксем çĕнĕ условисене хăвăрт хăнăхса пынинчен килет. Чару мошенниксен пурнăçне йывăрлатать, анчах та пĕтĕмпех хăтармасть. Çавăнпа та тимлĕхе ан çухатăр, паллă мар номерсене ан хуравлăр, кредит историне тĕрĕслесех тăрăр.

Çĕнĕлĕх пирки
– Мĕнрен хăтарма пултарать? Сирĕн ятпа потребильсен кредитне, пĕчĕк укçа-тенкĕ организацийĕсем паракан займсене, кредит карттисене илесрен хăтарать.

– Чарăвăн срокĕ çук. Чарăва темиçе хут лартма тата пăрахăçлама пулать.

– Чарăва заявлени янă хыççăн икĕ кунтан пăрахăçлаççĕ.

– Хальхи вăхăт тĕлне чарăва республикăра пурăнакан 42 пин çын çирĕплетнĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: