+10 °С
Уҫҫӑнах
«Административлă протокол çырнă чухне водитель яваплăхран пăрăнасшăн пулнă, хăвăртлăх коробки çине 2 пин тенкĕ хунă. Анчах та инспекторсем çак провокацилле пулăма пÿлме пултарнă, вырăна следствипе оперативлă ушкăна чĕнсе илнĕ. Халĕ водитель тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексăн 291-мĕш статйипе (должноçри çынна взятка пама хăтланнăшăн) уголовлă ĕç пуçарма палăртаççĕ», - тесе пĕлтернĕ ПР Патшалăх автоинспекци пуçлăхĕ Владимир Севастьянов пулса иртнĕ пăтăрмаха хак парса.
Çакна та палăртмалла, Пушкăртстанра иртнĕ талăкра 65 ÿсĕр водителе тытса чарнă.
Юрий СНЕГОПАД.