Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
2 Апрелӗн 2025, 09:00

Пушарсенче пилĕк ача вилнĕ

2025 çул пуçланнăранпа Пушкăртстанри пушарсенче пилĕк ачан пурнăçĕ татăлнă. Çакăн пирки ПР Инкеклĕ лару-тăру министерствин надзор тата профилактика ĕçĕсен управленийĕн аслă инспекторĕ Евгений Рыжиков пĕлтернĕ.  

Пушарсенче пилĕк ача вилнĕПушарсенче пилĕк ача вилнĕ
Пушарсенче пилĕк ача вилнĕ

Эксперт палăртнă тăрăх, каникулсем вăхăтĕнче пушар тухас хăрушлăх ÿссе пырать, мĕншĕн тесен чылай чухне ачасем килĕсенче аслисемсĕр тăрса юлаççĕ.

 - Ача ашкăнчăк пулманнине ăнланмалла, вăл йăлари хатĕрсемпе усă курма вĕренекен, тĕнчене пĕлме ăнтăлакан çын. Ачасемшĕн шăрпăкпа усă курасси интереслĕ, анчах çакă хăрушлăх кăларса тăратать, -  тесе пĕлтернĕ Евгений Рыжиков.

Ведомство представителĕ шăрпăксемпе зажигалкăсене ача тупайман, унăн алли çитеймен вырăна пуçтарса хума сĕннĕ. Çавăн пекех вăл аслисен ачасене пушар вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарса памалли çинчен те асăрхаттарнă.

  - Шкап ăшне е кравать айне пытанмалла мар, хăвăртрах уçă сывлăша — подъезда е урама тухмалла. Хваттерте е уйрăм çуртра пушара маларах систерекен хатĕре вырнаçтармалла. Вĕсем пиншер çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă. Асăннă хатĕр тĕтĕм тухма пуçланă хыççăн 10 секундран ĕçлеме пуçлать, сас парать. Çынсем ытларах тĕтĕмпе чыхăнса вилнине асра тытмалла. Тăна çухатма икĕ-виçĕ хутчен сывлăш çавăрса илни те çителĕклĕ, - ăнлантарса панă  Евгений Рыжиков.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас