Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
4 Апрелӗн 2025, 08:27

Икĕ çулхи арçын ача пĕчĕк магнит шарсене çăтса янă

Икĕ çулхи арçын ача пĕр вăхăтрах 26 пĕчĕк магнит  шарĕ çăтса янă.

Икĕ çулхи арçын ача пĕчĕк магнит шарсене çăтса янăИкĕ çулхи арçын ача пĕчĕк магнит шарсене çăтса янă
Икĕ çулхи арçын ача пĕчĕк магнит шарсене çăтса янă

Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ тăрăх, арçын ача вылянă чухне ÿсĕрме тытăннă, ашшĕпе амăшĕ темиçе магнит шар çухалнине асăрханă. Инкеке лекнĕ шăпăрлана Туймазăри тĕп район больницине çитернĕ. Унта унăн кăкăр кăшкарĕн тата вар-хырăм хăвăлĕн органĕсене рентгенограмма ирттернĕ май  ют япаласем асăрханă.

Сăнанă чух чăмаккасем хускалман, пыршăсем шăтма пултаракан хăрушлăх сиксе тухнă. Санитари авиацийĕ ачана республикăри клиника больницине çитернĕ. Тухтăрсем ачана операци туса пĕчĕк магнит  шарĕсене кăларнă. Халĕ унăн сывлăхне нимĕн те хăратмасть.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас