Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
11 Апрелӗн 2025, 14:30

Хĕр ачана автомобиль çапса хăварнă

Приютово поселокĕнче çăмăл автомобиль сакăр çулхи хĕр ачана çапса хăварнă.

Хĕр ачана автомобиль çапса хăварнăХĕр ачана автомобиль çапса хăварнă
Хĕр ачана автомобиль çапса хăварнă

Инкек апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Ача çул урлă çуран каçмалли вырăнта чупса каçма хăтланнă. Автомобиль пысăк хăвăртлăхпа пынă, водитель хĕр ачана айккинчен пăрăнса иртме ĕлкĕреймен, автомобилĕн сылтăм хĕррипе лектернĕ. Çапăннипе хĕр ача асфальт тăрăх темиçе теçетке метр ыткăнса кайнă.  

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хĕр ача  Пелепей хулинчи реанимацире выртать. Ĕпхÿрен чĕнсе илнĕ тухтăрсем ăна операци туса ирттернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас