Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
15 Апрелӗн 2025, 06:30

Пушар çинчен систерекен хатĕр пысăк çемьене инкекрен хăтарнă

Пушара систерекен хатĕр Балтачево районĕнчи Старобалтачево ялĕнчи нумай ачаллă çемьене инкекрен сыхласа хăварнă.

Пушар çинчен систерекен хатĕр пысăк çемьене инкекрен хăтарнăПушар çинчен систерекен хатĕр пысăк çемьене инкекрен хăтарнă
Пушар çинчен систерекен хатĕр пысăк çемьене инкекрен хăтарнă

ПР инкеклĕ лару-тăру министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ваннăй пÿлĕмĕнче кĕске замыкание пула стена çунма пуçланă. Пушар вăхăтĕнче çуртра ашшĕпе амăшĕ тата икĕ ачи пулнă. Амăшĕ извещатель сассине илтнĕ, çывăракан ашшĕ хытă сигнала пула вăраннă.

Ваннăй пÿлĕмĕнчен хура тĕтĕм тухнăран аслисем ачисене эвакуациленĕ. Ашшĕпе амăшĕ пушар хуралçисем киличчен 2,5 тăваткал метрлă пÿлĕмри çулăма сÿнтерме пултарнă. Пушара систерекен хатĕре çемьене вунă çул каялла панă пулнă. Батарейкисене вăхăтлă улăштарса тăнипе вăл  халиччен пĕр кăлтăксăр ĕçленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас