Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
17 Апрелӗн 2025, 12:30

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пушартан сыхланмалли режим пуçланать

Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа пушартан сыхланмалли режим йышăннă. Вăл уйрăм хушу йышăниччен пырĕ. Тивĕçлĕ постановление республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров алă пуснă.

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пушартан сыхланмалли режим пуçланатьАпрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пушартан сыхланмалли режим пуçланать
Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пушартан сыхланмалли режим пуçланать

Документра палăртнă тăрăх режим вăхăтĕнче ял хуçалăх, регион пĕлтерĕшлĕ уйрăм сыхлакан, саппас çĕрсен, хула тата ял хутлăх, сад пахчисен коммерциллĕ мар организацийĕсен  территорийĕсенче,  юхан шывсемпе кÿлĕсем таврашĕнче кăвайт чĕртме юрамасть.

Постановлени тăрăх, граждансем канакан вырăнĕсене, сад пахчисен территорийĕсене рейдсем йĕркелĕç. Пушар вăхăтĕнче вăрман территоринче вырнаçнă сывлăха çирĕплетмелли  объектсенчен ачасене илсе тухмалли, ял-саласенчен халăха эвакуацилемелли мероприятисене ирттерме хатĕрленĕç.

Пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăснишĕн граждансене 10-20 пин тенкĕ; должноç йышăнакансене – 30-60 пин тенкĕ; предпринимательсене 60-80 пин тенкĕ; пайăр мар сăпатсене (юридическое лицо, учреждени, предприяти) 400-800 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултарĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас