

Кармаскалă тата Краснокамск районĕсенче 0,1 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пулса иртнĕ пушарсене сÿнтерни çинчен ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Кирилл Первов хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.
Асăннă ведомствăн пуçлăхĕ регионти лару-тăру çинчен май уйăхĕн 6 мĕшĕнче пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх иртнĕ талăк хушшинче Система-112 хыпарсене йышăнакан центра шыв айне пулни çинчен пĕлтермен.
Ейÿ çинчен сăмах илес пулсан, регионта юхан шывсенче шыв шайĕ чакни палăрать. Çапла талăк хушшинче Кигин районĕнчи Кондаковка ялĕнчи Киги юхан шывра шыв шайĕ 24 см чакнă, унăн хальхи шайĕ 184 см танлашать. Салават районĕнчи Чулпан ялĕнчи Юрюзань юхан шыври шыв шайĕ 18 см, Караидель районĕнчи Верхний Суян ялĕнчи Ĕпхÿ юхан шыв шайĕ 16 см, Ĕпхÿ хулин Шакша районĕнчи Ĕпхÿ юхан шывăн шайĕ 14 см чакнă.