

Тивĕçлĕ саккуна республика пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. Саккуна пăсакансене административлă явап тыттарассине те пăрахăçланă. Унпа çакăн пек саккуна федераллă шайра йышăннипе усă курма пăрахнă. Çакăн çинчен Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕн пресс-службинче пĕлтернĕ.
Республика парламенчĕн председателĕ Константин Толкачев каланă тăрăх, пилĕк çул хушши ĕçленĕ саккун çамрăксем хушшинче сарăлнă сниффинг (токсикомани тĕсĕ) профилактикине пурнăçланă. Халĕ çак ыйтăва федераллă шайра йĕркелесе тăрĕç. Саккуна пăснишĕн административлă явап тата штрафсем те ÿсĕç. Сăмахран, граждансемшĕн малтанхи штраф 3-4 пин тенкĕрен 200-300 пине, дожноçри çынсемшĕн 20-25 пин тенкĕрен – 500-700 пин тенке, организацисемшĕн 1,5-2 млн тенке ÿсĕ.
Сниффинг – токсикоманин хăрушă тĕсĕ, вăл зажигалкăсенчи, баллончиксенчи шĕветнĕ газа сывланипе çыхăннă. Асăннă газа сывлани токсикомани патне илсе çитерет, чĕре тапма чарăнма пултарать, çак ашкăнун вилĕмпе вĕçленес хăрушлăхĕ пысăк. 2016-2023 çулсенче Раççейре сниффинга пула 817 çамрăк вилнĕ.