Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
27 Майӑн 2025, 13:00

Пушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕ

Пушкăртстан Республикин правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе шыва кĕмелли сезона уçас умĕн пляжсен хатĕрлĕхĕ пирки канашлу ирттернĕ. Сăмах май, шыва кĕмелли тапхăр июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлать.

Пушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕПушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕ
Пушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕ

Паянхи кун тĕлне шывра путса вилнĕ тĕслĕхсене шута илни паллă. Сăмахран, май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче Ашкадар юхан шывра 12 çулхи ача путнă. Вăл пĕчченех шыва кĕнĕ пулнă. Куюргазă районĕнче май уйăхĕн 25-мĕшĕнче çиччĕри хĕр ача понтон çинчен шуса кайнă та шыва ÿкнĕ, ăна çăлса хăварайман.

- Ачасене çухататпăр, çакă хамăра каçармалла мар пулăм. Республикăра эпир 366 шыва кĕмелли ятарлă вырăн хатĕрлерĕмĕр. Статистикăна пăхсан, çынсем ытларах чухне шыва кĕме ирĕк паман вырăнсенче путаççĕ. Шыв патне пыракан çулсене пурне те хупса пĕтерейместĕн, унсăр пуçне шыва кĕме чаракан паллăсем те (вĕсене пĕр вырăнта 10 вырнаçтарсан та усси çук) никама та тытса чараймасть. Çакна пирĕн ăнланмалла. Кунта пĕр çул суйласа илмелле – кашни ял-хулара шыва кĕме хатĕрленĕ вырăн пулмалла. Паллах, çакă та мĕнпур инкекрен сыхласа хăвармĕ, анчах та чылай çынсен пурнăçĕсене упрĕ. Çак ĕç пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ, ăна вĕçне çити туса çитермелле, - тенĕ Андрей Назаров.

Паянхи кун республикăра пĕр пине яхăн ял-хула çывăхĕнче кулĕ-пĕве пур е юхан шыв юхса иртет. Вĕсенчен кашнинчех шыва кĕме хăрушлăхсăр вырăнсем пулмаллине палăртнă премьер-министр. Çав вăхăтрах çăлавçăсен мобильлĕ посчĕсен шутне ÿстермелле. Шыв çывăхĕнчи кану вырăнĕсене тăтăшах патрульлемелле тата алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн шыва кĕрекен çынсене административлă санкцисемпе явап тыттармалла. Кашни шыв усравĕнчех (водоем) Ропотребнадзорăн регионти управленийĕ шыв тата хăйăр пахалăхне тĕрĕслесе тăрĕ.

- Эпĕ каникул вăхăтĕнче мăнукĕсене хăнана килессе кĕтекен мĕнпур ашшĕ-амăшĕсене, асламăш аслашшĕсене, кукамăш кукашшĕсене ачасемпе тимлĕ пулма ыйтасшăн, вĕсене куçран ан вĕçертĕр,- чĕнсе каланă правительство ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕ
Пушкăртстанра шыва кĕмелли 366 ятарлă вырăн хатĕрленĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас