Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
16 Июнӗн 2025, 08:30

Виçĕ ача шывра инкек курнă

Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин хăйĕн телеграм-каналĕнче Пушкăртстанра иртнĕ канмалли шăрăх кунсенче юхан шывсенче чылай инкек пулса иртни, икĕ ача путса вилни, виççĕшĕ халĕ больницăра  сипленни  çинчен пĕлтернĕ.

Виçĕ ача шывра инкек курнăВиçĕ ача шывра инкек курнă
Виçĕ ача шывра инкек курнă

Вăл Чишмари больницăна  ăс-тăнĕ пăтрашăннипе, сăмсинчен юн юхнипе, шăнăр туртнипе аптранă 16 çулхи çамрăка илсе килни пирки каласа панă. Маларах арçын ача шывра путма пуçланă, ăна ашшĕ туртса кăларнă пулнă. Çамрăка больницăна хунă, ăна невролог-тухтăр пăхнă. Халĕ вăл хăйне начар мар туять.

Тепĕр икĕ ачана Красноусольскри район пульницине хунă. Вунă çулхи арçын ача Зилим юхан шывра чыхăннă. Ăна малтанхи реанимаци пулăшăвĕ парса çăлса хăварнă, Республикăри ача-пăча клиника больницине учета тăратнă. Ачасем хăйсене начар мар туяççĕ.

Айрат Рахматуллин ашшĕ-амăшĕсене ачисемпе яваплăрах пулма ыйтнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас