Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
1 Июлӗн 2025, 09:00

7 ҫулхи арҫын ача Ĕпхÿ урамӗсемпе квадроциклпа ярӑннӑ

Ĕпхÿри патшалӑх автоинспекцийӗ "Не рули, малай!» акци витĕмĕпе ҫул ҫитмен ачасемпе малалла ĕçлет.

7 ҫулхи арҫын ача Ĕпхÿ урамӗсемпе квадроциклпа ярӑннӑ7 ҫулхи арҫын ача Ĕпхÿ урамӗсемпе квадроциклпа ярӑннӑ
7 ҫулхи арҫын ача Ĕпхÿ урамӗсемпе квадроциклпа ярӑннӑ

Çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем Ĕпху хулинчи Чекмагуш урамӗнче "Армис" квадроцикла чарнӑ. Руль умӗнче 7 ҫулхи арҫын ача пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн ашшӗ-амӑшне чӗнсе илнӗ, мототранспорта туртса илсе ятарлӑ стоянкӑна вырнаҫтарнӑ.

Хулари Çул-йĕрпе патшалăх автоинспекцийĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫитмен ачана тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн тата кирлĕ пек асăрхаманшăн ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пăхса тухаççĕ. Йышӑнăва ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси тăвĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас