+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Инкек июль уйăхĕн 7-мӗшӗнче çӗрле Ĕпхÿ-Эрĕнпур трассин 135-мĕш ҫухрӑмӗнче сиксе тухнă. Пушкӑртстанри патшалӑх тӗп автоинспекторӗ Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, авари çул çÿреве светофор йĕркелесе тăракан ҫул юппинче пулса иртнĕ. Унта "Лада Ларгус" тата "Киа Оптима"автомобильсем ҫапӑннӑ. Ҫавна пула "Киа" водителӗ тата "Лада"машинӑн икӗ пассажирӗ вилнӗ. Тепӗр икӗ ҫын суранланнӑ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатма вырӑна патшалӑх автоинспекци, следстви ушкӑнӗн ӗҫченӗсем тата ПР ШӖМ эксперт-криминалисчӗсем килсе çитнĕ.