Урал сасси
+28 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
24 Июля 2025, 06:00

Пушкăртстанра çур çул хушшинче электросамокатсемпе 400 пăтăрмах пулса иртнĕ

ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 112 васкалă пулăшу системине электросамокатсемпе пулса иртнĕ инкексем пирки 400 хут хыпар тунă. Вĕсен шутĕнче электросамокатпа пынă çĕрте ÿкнине, автомобильсемпе пырса çапăннине тата çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнине шута илнĕ.

Пушкăртстанра çур çул хушшинче электросамокатсемпе 400 пăтăрмах пулса иртнĕПушкăртстанра çур çул хушшинче электросамокатсемпе 400 пăтăрмах пулса иртнĕ
Пушкăртстанра çур çул хушшинче электросамокатсемпе 400 пăтăрмах пулса иртнĕ

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ытларах чухне пăтăрмахлă лару-тăрăва ачасемпе алкоголь напитокĕ ĕçнĕ çынсем лекеççĕ. Çак транспорт хатĕрĕпе çуренĕ чухне çул-йĕр правилисене пахăнмалла:

- самокатпа пĕр çын çеç усă курмалла, темиçе çын вырнаçма юрамасть;

- çул урлă çуран каçмалли вырăнсенче самокат çине ларса е тăрса каçма юрамасть. Çул урлă утса каçмалла;

- вырăнтан вырăна велосипед çулĕпе куçмалла, енчен те вăл пулмасан, çуран çÿрекенсене чăрмантармасăр, вĕсене ирттерсе ярса, тротуарпа çÿреме юрать;

- çулпа пынă чухне нихăçан та телефонпа калаçма кирлĕ мар;

- çавăн пекех чарăнма меллĕ те тĕрĕс вырăн суйласа илмелле тата техникăна çула тухас умĕн тĕрĕслемелле.

Сăмах май, Ĕпхÿре çул синчи хăрушсăрлăха ÿстерес тĕллевпе иденфикаци номерĕсене пысăклатнă çĕнĕ самокатсене тест урлă тĕрĕслеме пуçланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас