Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
26 Июлӗн 2025, 12:00

Икĕ çулхи хĕрача чÿречерен тухса ÿкнĕ

Вăл сывă юлнă, анчах та самай суранланнă.

Икĕ çулхи хĕрача чÿречерен тухса ÿкнĕИкĕ çулхи хĕрача чÿречерен тухса ÿкнĕ
Икĕ çулхи хĕрача чÿречерен тухса ÿкнĕ

Иртнĕ эрне кун Кумертау хулинче 2023 çулта çуралнă ача нумай хваттерлĕ çуртăн чÿречинчен тухса ÿкнĕ. Пĕчĕкскере çийĕнчех больницăна ăсатма тÿр килнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ.

Шел пулин те, çулла çакăн евĕр пулăмсене тăтăшах тĕл пулма пулать. Çав кунах Мелеузра çичĕ çулхи шăпăрлан ÿксе аманнă. Эрне каярах Нефтекамск хулинче иккĕри ача тăваттăмĕш хутран тухса ÿкнĕ.

Çăлавçăсем асăрхаттараççĕ:

- чÿречесем çинче пĕчĕк ача ăна хăй тĕллĕн ан уçайтăр тесе блокиротарсем вырнаçтармалла;

- чÿрече çывăхĕнчен сĕтел-пукана аяккарах куçармалла, шăпăрлан вĕсем çине хăпарса чÿрече патне ан пырайтар;

- ачана чÿрече вылямалли тетте маррине ăнлантарса памалла, ăна уçсан хăрушлăх пулма пултарни çинчен асăрхаттармалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас