Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
28 Июлӗн 2025, 06:30

Ĕпхÿрен Санкт-Петербурга каякан авиарейса ҫичӗ сехете тытса чарнӑ

Аvialncident Телеграм-канал «Ĕпхÿ-Санкт-Петербург» рейсри пассажирсем беспилотниксем тапăнас хӑрушлӑх пуррипе ҫичӗ сехет хушши самолета пӑрахса каяйманни, йӗркеллӗ апатланайманни çинчен пӗлтерет.

Ĕпхÿрен Санкт-Петербурга каякан авиарейса ҫичӗ сехете тытса чарнӑĔпхÿрен Санкт-Петербурга каякан авиарейса ҫичӗ сехете тытса чарнӑ
Ĕпхÿрен Санкт-Петербурга каякан авиарейса ҫичӗ сехете тытса чарнӑ

Малтан рейса 20 минутлӑха тытса чарнӑ, унтан вӑл вӗҫсе тухнӑ, анчах Санкт-Петербург патне çывхарнă май ăна çавăрса Мускаври "Шереметьево"аэропортне янӑ. Пассажирсем унта икӗ сехете яхӑн тӑнă. Апатран вӗсене шывпа ҫеҫ тивĕҫтернӗ.

Пулковӑра

100 ытла авиарейса тытса чарнӑ. Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Дрозденко малтан регионта вунӑ ытла дрона пӗтерни, пилӗк минутран хӑйӗн Телеграм-каналӗнче вĕсен шучӗ ӳсни ҫинчен ҫырнӑ, мӗн чухлӗ пулнине палӑртман. Петербургри Пулково аэропортӗнче йышăннă чарусене пула 50 яхӑн вӗҫсе каякан тата 60 вĕçсе килекен рейс чарăнса тӑнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас