Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
30 Июлӗн 2025, 05:00

Çĕнĕ çул çинчи хаксем - пысăк хăвăртлăха юратакансем валли

Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей президенчĕ Владимир Путин видиконференци мелĕпе «Дюртюли – Ачит» тÿлевлĕ «Хĕвел тухăç» (М-12) федераллă çула уçнăчĕ. Вăл М-12 Мускав – Екатеринбург çулăн пĕр пайĕ шутланать. Каларăмар ĕнтĕ, вăл тÿлевлĕ. Хăвăрт çÿремелли çул çинчи хак (Дюртюлирен пуçласа Ачита çити 275 çухрăм) водитель мĕнле транпорт хатĕрĕпе çÿренинчен килет, вăл 1713 тенкĕрен пуçласа 4029  тенке çитĕ.

Çĕнĕ çул çинчи хаксем -  пысăк хăвăртлăха юратакансем валлиÇĕнĕ çул çинчи хаксем -  пысăк хăвăртлăха юратакансем валли
Çĕнĕ çул çинчи хаксем - пысăк хăвăртлăха юратакансем валли

«Росавтодор» пĕлтерне тăрăх, çăмăл автомобильпе çула тухас пулсан 275 çухрăмшăн 1713 тенкĕ тÿлемелле. Дюртюлирен Бурая çитме çул хакĕ - 408 тенкĕ, Бурайран Октябрьскине (Пермь крайĕ) – 890 тенкĕ, Октябрьскинчен Ачита (Свердловск облаçĕ) çитме 415 тенкĕ тăрать.

Çавăн пекех эпир аяларахри таблицăра ытти хаксене те илсе кăтартатпăр. Çак информаци те вулакансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Çĕнĕ çул çинчи хаксем -  пысăк хăвăртлăха юратакансем валли
Çĕнĕ çул çинчи хаксем -  пысăк хăвăртлăха юратакансем валли
Çĕнĕ çул çинчи хаксем -  пысăк хăвăртлăха юратакансем валли
Çĕнĕ çул çинчи хаксем - пысăк хăвăртлăха юратакансем валли
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас