Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
31 Июлӗн 2025, 13:00

Республикăри пĕр районта урнӑ чир вучахне тупса палӑртнӑ

Пушкӑртстанри Калтасă районӗнче урнӑ чире пула карантин кӗртнӗ.

Республикăри пĕр районта урнӑ чир вучахне тупса палӑртнӑРеспубликăри пĕр районта урнӑ чир вучахне тупса палӑртнӑ
Республикăри пĕр районта урнӑ чир вучахне тупса палӑртнӑ

Сӑмах кунта Калмиябаш ялӗ пирки пырать.Тивӗҫлӗ указа Радий Хабиров алӑ пуснӑ.

Хӑрушӑ вируса Молодежная урам, 1Б  çурт адреспа уйрăм хуҫалӑх территорийӗнче тупса палӑртнӑ. Асăннă хуçалăха ют ҫынсене ҫӳреме, чирлӗ выльӑхсене сиплеме, чӗр чунсене илсе кӗме тата илсе тухма чарнӑ. Ветеринари службин специалисчӗсем чире хирӗҫ обходсем ирттереççĕ, вакцинаци тӑваççĕ. Ҫавӑн пекех хуçасăр чӗр чунсене те тытма палӑртнӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас