

2025 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа ПР Вăрман пушарĕсен центрĕн ĕçченĕсем 240 çухрăм çула çĕнетнĕ тата çĕнĕрен сарнă, çак ĕçсем малалла та пыраççĕ. Анлăлатнă вăрман çулĕсен сетьне туни «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласси» проектăн тĕп тĕллевĕсене пурнăçлани шутланать.
Вăрман çулĕсем лайăх пулни пушар вырăнне хăвăрт çитме май парать. Вăрманти çулсем вут-çулăм сарăлассинчен чараççĕ. Пысăк территорисене патрульпе иртме, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене шута илнине тĕрĕслеме май параççĕ. Вăрманти санитари ĕçĕсене ирттерме, хăрăк йывăçсене касма, йăваннисене тасатма çăмăллатать.
Вăрман çулĕсене тăвасси - йывăр та кăткăс ĕç. Ун чух вырăнти уйрăмлăхсене, пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине шута илсе çулсен проектне тăваççĕ. Çавăн пекех пулас çула йывăçсемпе тĕмсенчен тасатаççĕ, çĕр сийне хатĕрлеççĕ, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Вăрман пушарĕсен центрĕн ертÿçи Айрат Юсупов.
Вăрманти çулсене сарнă хыççăн та вĕсене пăхса тата юсаса тăмалла. Çавăнпа та вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем тăтăшах вĕсене йăваннă йывăçсенчен тасатаççĕ, тĕмсене касаççĕ.