Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
28 Августӑн 2025, 10:00

Пушкăртстанра çĕнĕ 500 видеосăнав камери вырнаçтарнă

Республикăри видеосăнав сечĕ 28 преступление уçма пулăшнă.

Пушкăртстанра çĕнĕ 500 видеосăнав камери вырнаçтарнăПушкăртстанра çĕнĕ 500 видеосăнав камери вырнаçтарнă
Пушкăртстанра çĕнĕ 500 видеосăнав камери вырнаçтарнă

Пушкăртстанра 2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра çĕнĕ 486 видеосăнав камери вырнаçтарнă. Ирек Сагитов вице-премьер правительствăри ларура республикăри хуласемпе ялсенчи камерăсен шучĕ 5,2 пине çитни çинчен пĕлтернĕ.

«Видеосăнав камерисемпе усă курса 28 преступление уçма, 50 преступление тупса палăртма пултарнă. Йĕркене пăснине «Хăрушлăхсăр хула» аппаратпа программа комплексĕн интеллектуаллă видеосăнав камерисем те пулăшаççĕ. Вĕсем автомат режимĕнче çынсен пичĕсене шыраса тупаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас