Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
28 Августӑн 2025, 06:00

Çур çул хушшинче пушар çинчен систерекен 19 пин хатĕр валеçнĕ

Пушкăртстан правительствинче граждансен хăрушсăрлăхĕ тата  инкеклĕ лару-тăрусене асăрхаттарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Çур çул хушшинче  пушар çинчен систерекен 19 пин хатĕр валеçнĕÇур çул хушшинче  пушар çинчен систерекен 19 пин хатĕр валеçнĕ
Çур çул хушшинче пушар çинчен систерекен 19 пин хатĕр валеçнĕ

Республикăра пушарсен шучĕ 13,  шыв çинчи инкексем пĕррене сахалланнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан шывра тăватă çын сахалрах путса вилнĕ. Пушарсенче тата юхан шывра 127 çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пултарнă. Кăçал пушарпа хăтармалли техника тата оборудовани туянма 1,6 млрд тенкĕ ытла уйăрма палăртнă.

Халăха пушар çинчен систерекен хатĕрсемпе тивĕçтерес ĕç малалла тăсăлать.

Пурĕ çур çул хушшинче çынсене  асăннă19 пин хатĕре тÿлевсĕр валеçсе тухнă. Пурăнмалли çуртсене пушар систерекен хатĕрсемпе тивĕçтерни 72 процентпа танлашнă. Пĕрремĕш çурçуллăхра минисирена пулăшнипе 14 аслă çын тата 4 ача çăлăнса юлнă.

59 муниципалитетри юхан шывсенче хăрушлăхсăр кану валли 191 пляж уçнă, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 24 пляж нумайрах. Ялсенчи юханшывсенче 86 канмалли вырăн йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсен шучĕ 164-па танлашнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас