

Патшалăк автоинспекцин ĕçченĕсем хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсенче, ăçта хирĕç килекен çул çине тухса аварисем пулма пултараççĕ, дежурствосем йĕркелеççĕ.
«Çул çинчи инкексене анализ туни шăпах вăл е ку транспорт хирĕç килекен çулсем çине тухни пысăк инкек кăларса тăратнине çирĕплетет. Çакăн пек лару-тăрусенче водительсем е пассажирсем йывăр суранланаççĕ е çул çÿрев вилĕмпе вĕçленет. Аса илтеретпĕр, автомобиле тепĕр хурçă ута хăваласа иртсе кайма (обгон) юраман хăрушă вырăнта маневр тума юрамасть. Çул çинче асăрхануллă пулăр, уйрăмах сирĕнпе пĕрле салонра ача ларса пынă чухне», - тенĕ Севастьянов.
Юрий СНЕГОПАД.