Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
5 Сентябрӗн 2025, 06:00

Çул çинчи ятарлă техникăна чăрмав кÿнĕшĕн штраф виçине ÿстернĕ

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа Раççей Федерацинче çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн водительсене тÿлеттерекен штраф виçи ÿснĕ. Сăмах кунта сиренăпа пыракан ятарлă техникăна ирттерсе яманни (çав шута çăлавçăсен служби те кĕрет) пирки пырать. Малашне çакăншăн 7,5 пин тенкĕрен пуçласа 10 пине çити штраф тÿлемелле пулĕ. Çавăн пекех çур çуллăха е çулталăка водитель удостоверенийĕсĕр те юлма пулать.

Çул çинчи ятарлă техникăна чăрмав кÿнĕшĕн штраф виçине ÿстернĕÇул çинчи ятарлă техникăна чăрмав кÿнĕшĕн штраф виçине ÿстернĕ
Çул çинчи ятарлă техникăна чăрмав кÿнĕшĕн штраф виçине ÿстернĕ

Ятарлă техника вăл е ку ведомствăн (васкавлă пулăшу, полици тата ытти) пулнине палăртса тĕспе çырнă автомобильсене, маячок тата сас сигналĕ ярса пыракан автомашинăсене ирттерсе ямасан та санкци виçи çакăн пекех пулмалла.

«Ятарлă техника васкавлă пулăшу пама васкать. Çул çинче кăшт тытăнса тăни этем пурнăçне çăлса хăварас ĕçре чăрмав кÿрет. Мĕншĕн тесен инкек пулнă вырăнта пушар сÿнтерекене те, çăлавçа та, тухтăра та чăтăмсăр  кĕтеççĕ. Эпир вара тепĕр чухне çул çинчи чăрмавсене пула çав хаклă минутсене çухататпăр», -  тенĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнчĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас