

Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чишма районĕнчи Кляшево ялĕнче пушар хуралĕн хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ командин çĕнĕ подразделенине уçнă. Çакăн пирки ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов пĕлтернĕ.
Премьер-министр палăртнă тăрăх, регион территорийĕнче 4 пин çынран тăракан пушар хуралĕн хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пĕр пин ытла подразделенийĕ ĕçлет. Пушарсене сÿнтерме хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ командăсем пĕрремĕш килсе çитеççĕ.
- Пушкăртстан Правительстви пушар хуралне аталантарас ыйтăва уйрăм тимлĕх уйăрать. Хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ командăсене пушар техникипе тата техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси малти вырăнта тăрать. Çапла юлашки ултă çул хушшинче пушар хуралĕн хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ подразделенисене 68 автомобиль панă. Çавăн пекех муниципалитетсене 228 пушар техникипе тивĕçтернĕ, - палăртнă Ирек Сагитов.