+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Патшалăх автоинспекцин малтанхи информацийĕ тăрăх, 46 çулхи водитель «Ивеко» автомобильпе сахăр кăшманĕ тиесе Раевка сали еннелле кайса пынă. Вăрăма тăсăлакан çаврăнура (поворот) вăл хурçă ута итлеттереймен, çул хĕррине ÿпĕннĕ.
Пăтăрмах вăхăтĕнче никам та сиенленмен, анчах та тиенĕ кăшман çул çине тăкăннă, сапаланса пĕтнĕ
Автоинспекци ĕçченĕсем çул-йĕр службин специалисчĕсемпе пĕрле водителе пысăк автомобиле кустăрма çине тăратса лартма пулăшнă. Хальхи вăхăтра çулăн çак вырăнне тасатнă, иртсе çÿрекен транспорт хатĕрĕсемшĕн чăрмав çук.
Юрий СНЕГОПАД.