Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
18 Сентябрӗн 2025, 08:50

Малашне пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе атакăлани çинчен хыпарлама юрамасть

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика территоринче обществăлла йĕркене сыхлас тата обществăлла хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕллевпе ятарлă указ кăларнă.

Малашне пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе атакăлани çинчен хыпарлама юрамастьМалашне пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе атакăлани çинчен хыпарлама юрамасть
Малашне пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе атакăлани çинчен хыпарлама юрамасть

Унпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанри массăлла информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсенче, хăвăрт хыпар пĕлтермелли сервиссенче пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе (БЛПА) тапăнни тата вĕсемпе усă курнă хыççăнхи лару-тăрăва çутатса паракан информацисене пичетлеме тата кăтартма юрамасть.

Çавăн пекех БЛПАсемпе мĕнле кĕрешни çинчен, çав шута сывлăшран хÿтĕлекен тата радиоэлектронлă кĕрешÿ хатĕрĕсем те кĕреççĕ, вĕсем ăçта вырнаçнине пĕлтерсе çырнă хыпарсемпе видео- тата фотоматериалсемпе  те  информаци сферинче усă курма юрамасть.

Пушкăртстан Республикин Административлă кодессĕпе килĕшÿллĕн йĕркене пăсакансене штрафсем кĕтеççĕ: уйрăм çынна 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пине çити, должноçри çынна 10 пин тенкĕрен 30 пине çити. Предприятисемпе организацисемшĕн çак виçе чылай пысăк -  100 пинрен 500 пин тенке çитет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас