Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
20 Сентябрӗн 2025, 11:10

Республикăри вăрмансенче тăватă çын çухалса кайнă

Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра çăлавçăсем патне кăмпа пухакансемпе пулăçăсенчен виçĕ хутчен хăйсем çухалса кайни çинчен хыпар килнĕ.

Республикăри вăрмансенче тăватă çын çухалса  кайнăРеспубликăри вăрмансенче тăватă çын çухалса  кайнă
Республикăри вăрмансенче тăватă çын çухалса кайнă

Ĕпхÿре икĕ арçын кăмпана кайнă. Анчах та вĕсенчен пĕри вăрман илемĕпе киленсе утнă май килне таврăнмалли çула çухатнă. Благовар районĕнчи Яныш ялĕ çывăхĕнчи вăрмана икĕ арçын килнĕ, хирте вара аташса кайнă. Учала районĕнче те пулăç çухалнă. Телее, пурте тупăннă.

ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ вăрмана каяс умĕн телефона зарядка лартмаллине тата пĕрле пĕчĕк аккумулятор илмеллине аса илтерет. Маларах мĕнле маршрутпа çÿрессине палăртăр, ун çинчен тус-тăванăрсене пĕлтерĕр, хăçан таврăнассине асăрхаттарăр. Кун пек чухне сире, çухалса кайсан, хăвăртрах шыраса тупма пулать. Хăвăрпа пĕрле шăхлич пулсан лайăх пулмалла. Унпа шăхăрни, кăшкăрнинчен уçăмлăрах илтĕнет. Çутă-йăлтăркка тумтир тăхăнмалла, компаспа хунар (кĕркунне час тĕттĕмленнине асра тытăр) илмелле. Аташса кайрăр пулсан пĕр вырăнта чарăнса тăрăр, 112 телефонпа шăнкăравлăр.

Маларах Баймак районĕнче вырăнта пурăнакан вăрманта автомобильне çухатнă, хăй çухалса кайнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас